Канаш округӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсенче карантин пулнине йышӑннӑ. Унта хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ҫум курӑк – повелика ятлӑскере – ӳснине тупса палӑртнӑ.
Ҫак ӳсен-тӑран чечексем, тӗмӗсем, йывӑҫсем тӑрӑх явӑнса ӳссе вӗсене тӗп тӑвать. Ҫавӑн пекех вӑл вирус инфекцийӗсене ертме пултарать.
Карантин – 232 гектар ҫӗр ҫинче.
Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи тата ӑста вӗрентекенӗ, халӑх ӗҫӗн хастарӗ Василий Алексеевич Андреев ҫак уйӑхра утмӑл пиллӗк тултармаллаччӗ. Анчах синкерлӗ шӑпа ӑна ҫак ӳсӗме ҫитме памарӗ. 2002 ҫулта, 41-ре чухнех, унӑн канӑҫсӑр чӗри тапма чарӑнчӗ. Хавас, уҫӑ кӑмӑллӑ, вӑйпитти ӗҫтешӗмӗр кӗтмен-туман ҫӗртен ку тӗнчерен кайрӗ...
Василий Андреев 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш районӗнчи Ешкилт ялӗнче ҫуралнӑ. Шуркасси вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче тата Ленинград (хальхи – Санкт-Петербург) университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Кайран Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчех аспирантурӑра вӗренме пуҫланӑ. Тӗрӗк филологийӗ кафедрин пуҫлӑхӗ С.Н. Иванов профессор унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи пулнӑ. Тӗпчев теми – чӑваш чӗлхинчи вӗҫленӳ категорийӗ. Василий Алексеевич тӑван чӗлхери падежсене ҫӗнӗлле хаклать, вӗсен семантикӑпа синтаксис енӗсене шайлаштарать, халиччен никам та асӑрхаман килӗшӳсене палӑртать.
Аспирантурӑра вӗреннӗ чухнех ҫамрӑк тӗпчевҫӗ Пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцийӗн (ПИАКӑн) Ташкентра иртнӗ сессине хутшӑнчӗ, «Чӑваш тата финн-угр чӗлхисенчи абессив (ҫуклӑх падежӗ)» темӑпа тухса калаҫрӗ.
Чрваш Енре пурӑнакан Мария Рытова 102 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнчӗ ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче иртнӗ: Мария Петровна окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, Хусан чукун ҫулне тунӑ ҫӗрте йывӑр чулсем турттарнӑ.
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна фронтран таврӑннӑ Иван Рытов асӑрханӑ, кӗҫех ҫамрӑксес ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Петровнӑпа Иван Кузьмич 6 ача ӳстернӗ.
Халӗ кинемейӗн – 11 мӑнук. Тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем пур.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре 2 ҫын путса вилнӗ.
Пӗрремӗш пӑтӑрмах Канаш округӗнче пулнӑ. Кӑнтӑрла Чулкӑмака ялӗнче ялти ҫынсем пӗверен 54 ҫулти арҫыннӑн виллине кӑларнӑ.
Каҫхи 8 сехет хыҫҫӑн вара «Росинка» санатори ҫывӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта водолазсем Атӑлтан 35 ҫулти арыннӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Чӑваш Енре коммунистсем каллех Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ку – тӑваттӑмӗш.
Хальхинче бюста Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче Киров урамӗнчи 35-мӗш ҫуртӑн пахчинче вырнаҫтарнӑ. Хальхине те, унчченхисене те Н.К.Шемякин скульптор хатӗрленӗ. Тӑваттӑмӗш бюста шӑпах унӑн мӑшӑрӗн ашшӗ-амӑшӗ килӗ умӗнче лартнӑ. Арӑмӗн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, амӑшӗ – ӗҫ фрончӗн ветеранӗ, хисеплӗ колхозница.
Малтанхи 3 бюст ҫак тӑрӑхсенче вырнаҫнӑ: Канаш округӗнчи Вӑтапуҫра, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Хурапырта тата Вӑрнар округӗнчи Чарӑшкас Хирлеп ялӗнче.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 57 ҫулти арҫын инветсиципе тупӑш курас тенӗ те хӑй пухса пынӑ 1,6 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Сӑмах май каласан, арҫын пӗр предприятире тӗп инженерта ӗҫлекенскер иккен. Анчах ултавҫӑсем такама та шӑнман пӑрпа лартса яма пултараҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра вӑл тӗнче тетелӗнче унпа палламан ҫын калаҫу пуҫарнӑ. Хӑйӗнпе менеджер тесе паллаштарнӑ ҫын нефть компанине инвестици хывса тупӑш курма пулать тесе ӗнентернӗ. Тӗп инженер 1,6 миллион тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, инвестиципе илнӗ тупӑшпа машина туянма ӗмӗтленнӗ. «Хушма тупӑш» пирки вӑл чылайччен никама та пӗлтермен.
Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Мамире пурӑнакан Лидия Николаева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Лидия Ефимовна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Вӑл «Цивиль» колхозра ӗҫлесе тава тивӗҫлӗ колхозница ятне тивӗҫнӗ. Вӗсем мӑшӑрӗпе Алексей Николаевичпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Юбиляра саламлама «Улах» ансамбль килнӗ.
Канаш округӗнче пурӑнакан Павловсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Округри ЗАГС ӗҫченӗсем юбилярсене округ пуҫлӑхӗн ятӗнчен Валерий Черновран саламланӑ.
Григорий Ильичпа Людмила Варфоломеевна виҫӗ ачана воспитани парса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ тивӗҫлӗ канӑва тухиччен бухгалтерта ӗҫленӗ, кил ӑшшин управҫи вӗрентекен тата шкул директорӗ пулнӑ. Вӗсен пӗрлехи ӗҫ стажӗ – 91 ҫул.
Саламлатпӑр юбилярсене!
Чӑваш Енри мӑшӑр Ефимовсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ! Илья Никонорович тата Минадора Никитична Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Вӗсен икӗ хут пысӑкрах савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫав кунах Минадора Никитична 93 ҫул тултарнӑ. Ҫемье пуҫӗ - 95 ҫулта.
Ефимовсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 5 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа Дмитрий Крылов ертсе пыракан «Непутевые заметки» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ. Кӑларӑм 9 сехет те 10 минутра пуҫланать. Малалли ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.
Кӑларӑмра чӑвашсен культури, ӗлӗкхи йӑли-йӗрки, еткерӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Канаш округӗсенче пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |